ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнче «Энӗш» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пациента пульницӑна илсе каякан васкавлӑ медпулӑшу урапи ҫине Chevrolet Niva урапа кӗрсе кайнӑ.
Аварире васкавлӑ медпулӑшу урапин фельдшерӗ аманнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, хырӑмӗ суранланнӑ. Ӑна Канаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, Chevrolet Niva урапа рулӗ умӗнче 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл — Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пуканне маларах йышӑннӑ Вячеслав Анисимов. Ӑна ку должноҫрен кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӑтарнӑ.
Экс-чиновник самай ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне руль умӗнче ӳсӗрле тытнӑ.
Полицейскисем ҫуран ҫӳрекен ҫынна таптаса кайма пултарнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Йӗрке хуралӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Йӗпреҫре ҫынна таптаса кайнӑ.
Полицейскисем шыракан ҫын Виктор Николаевич Григорьев ятлӑ. Вӑл 1981 ҫулта ҫуралнӑ.
Полицейскисен версийӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Йӗпреҫри Интернационалист салтаксен урамӗнчи 12-мӗш ҫурт умӗнче ҫынна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн урапине хӑварнӑ та хӑй тарнӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра пулнӑ. Суранланнӑ ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Виктор Григорьев ӑҫта пулнине пӗлекенсене полицейскисем 8 (83538) 2-12-83 е 020 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑвашстат республикӑри предприяти-организацисем кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Вунпилӗк муниципалитетра организацисем тупӑшлӑ тӑрӑшнӑ-мӗн. Статистсем, сӑмах май каласан, пӗчӗк услампа тӑрӑшакансене, банксене тата страхлакан организацисене кунта кӗртмен. Танлаштарӑва Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи сакӑр уйӑхпа илсе тунӑ.
Уйрӑмах тупӑшлӑ ӗҫлекенсем, статистика кӑтартӑвне ӗнесен, Пӑрачкав райлнӗнче уйрӑмах йышланса кайнӑ. Ун пеккисен ӳсӗм ҫав тӑрӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчинчен 8,2 хут йышланса кайнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ку кӑтарту 69,4 процентпа танлашнӑ, Шупашкар районӗнче — 61,6 процентпа, Вӑрмар районӗнче — 59,1 процентпа, Муркаш районӗнче — 57,5 процентпа, Комсомольски районӗнче — 56,9 процентпа, Йӗпреҫ районӗнче — 52 процентпа, Улатӑр хулинче — 41,8 процентпа.
Раҫҫейре кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнине эпир пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе Наци вулавӑшӗ «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» республикӑри акци ирттерес тенӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ.
Виҫӗ тапхӑрпа йӗркеленӗскерӗн малтанхи пайӗнче вулама сӗнекен кӗнекесене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрӗнче — ҫав литературӑна сасӑлав тӑрӑх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вара суйланса илнӗ 100 кӗнекене цифра ҫине куҫарассипе ҫине тӑнӑ. Ҫак калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ — «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» электрон коллекци.
Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри вулавӑшра 100 кӗнеке ятне кӑтартнӑ списокран курав хатӗрленӗ. Вулама сӗннӗ 100 хайлав шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи», Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», М. Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ», Д. Гордееван «Ҫич ҫунатлӑ курак», К. Ивановӑн «Нарспи», Г. Орловӑн «Вутри юрату», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата ытти нумай хайлав.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке клубне халӑх нумай пухӑннӑ. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем килнӗ. Хӑнасем «Пирӗн атте авлана-а-ать!» камитпе паллаштарнӑ.
Спектакле Валерий Иовлев лартнӑ. Тӗп сӑнар — Николай — ура ҫинче ҫирӗп тӑракан арҫын, ялта уншӑн ним пахи те ҫук. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушаннӑ, ывӑлӗ-хӗрӗ саланнӑ. Унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Ывӑлӗ савнипе вӑрҫӑнса кайсан вӑл ахаль лармасть.
Спектакльте Василий Павлов, Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Апхипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ.
Пучинкесем спектакле ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем ура ҫине тӑрса тахҫанчченех тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.
Сӑнсем (20)
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче кӗрхи чемпионат тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спорт уявне Чӑваш Енри 300 ытла вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ.
Спорт уявне малтанах Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егоров ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Сергей Егоров уҫнӑ. Унтан Йӗпреҫ район администрацийӗн элчисем, республикӑри «Урожай» спортпа вӑй-хал культурин обществин директорӗ Михаил Мурзин тухса калаҫнӑ.
Сергей Егоров район ертӳлӗхне тапӑшӑва лайӑх йӗркеленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл тренерсене те спортсменсене хатӗрленӗшӗн ырланӑ.
«Чупу сывлӑха ҫирӗплетмелли чи ансат мел. Вӑл спорт ӑсталӑхне те ӳстерет. Пирӗн тӑрӑхра кун пек пысӑк мероприяти иртнӗшӗн савӑнатӑп. Ку юлашки хут пулмасса шанатӑп», — тенӗ Николай Федоров.
Ӑмӑртура пӗтӗмпе наградӑсен 14 комплектне выляттарнӑ.
Йӑлӑмра вырнаҫнӑ «Чувашия» санатори ҫывӑхӗнче ӗнер финн киноактерӗ Вилли Хаапасало ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ чӳклеме туни ҫинчен документлӑ фильм сыпӑкӗсене ӳкернӗ. Ку ӗҫ-nyҫa йӗркелекенни ЧНК Ваттисен Канашӗн пуҫлӑхӗн ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор пулни пирки ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Авалхи йӑла-йӗркене Федор Мадуров чылай ҫул ертсе пырать. Хальхинче те кунта унӑн ывӑлӗ — Дмитрий Мадуров ӳнер тӗпчевҫи, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Николай Фомиряков таврапӗлӳҫӗ, Юрий Спиридонов кинопродюсер тата ыттисем те хутшӑннӑ. Чӳклеме ирттернӗ ҫӗре ЧНК ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева хутшӑннӑ.
Вилли Хаапасало ертсе пыракан киноушкӑн малалла Йӗпреҫ тӑрӑхне чӑваш сӑрине епле вӗретнине ӳкерме ҫул тытнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи 19 ҫулти каччӑ кӗҫех суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Шел те, ун ҫинче вӑл пӗрермӗш хут мар ӗнтӗ. Ҫамрӑкскер маларах икӗ хутчен судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗ: 2012-мӗш ҫулта — вӑрланӑшӑн, 2013-мӗшӗнче — ҫаратнӑшӑн, хӗненӗшӗн тата хулиганла хӑтланнӑшӑн. Юлашкинчен каччӑна 4 ҫуллӑха юсанмалли колоние янӑ, анчах унтан ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче условлӑ майпа иртерех кӑларнӑ.
Ирӗкри пурнӑҫа каччӑ хаклама пӗлмен курӑнать. Вӑл каллех йӗрке пӑсма тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗнче вара вӑл тата 41 ҫулти тепӗр арҫын хӑйсен ял хӗрарӑмне, 48 ҫултискере, мӑшкӑлланӑ.
Амӑш ҫулӗнчискер патне вӑл тата 41 ҫулти юлташӗ тепӗр арҫынпа кайнӑ. Лешӗ кӑмӑлпа туман-мӗн: ӑна вӗсем вӗлерессипе хӑратнӑ, хӗрарӑма алӑка уҫтарттарма ыйтнӑ. Ним шухӑшламанскер уҫнӑ. Тултан иккӗн вирхӗнсе кӗнӗ. Хӑйсем питне маскӑпа хупланӑ. Хӗрарӑма вӗсем 3 стакан сӑмакун ӗҫме хистенӗ, унтан черетпе мӑшкалланӑ. Хӗрарӑмшӑн антӑхакан арҫынсене кӗҫех кирпӗч шутлама ӑсатӗҫ.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗнче тетелӗнче «Культура диалогӗ» проект хатӗрленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кӑҫал ку проекта Раҫҫейри 70 регионтан, 8 ҫӗршывран хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 8800 ытла ача. Конкурса 7–18 ҫулсенчисем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пама пултарнӑ. Унта Чӑваш Енри маттурсем те хутшӑннӑ.
Проектра пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Йӗпреҫри ӳнер шкулӗн Пучинкери ӳнер уйрӑмӗнче ӑс пухакан Ирина Петрова «Пуласлӑхри вулавӑш» сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннӑ. Унӑн ертӳҫи — Светлана Руссакова. Иринӑн «Пуласлӑхра кӗнеке кӗнекех юлать. Вӗсене гаджетсем улӑштармӗҫ» ятлӑ ӗҫне жюри асӑрхамасӑр хӑварман. Ҫапла Пучинке хӗрӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттан ялӗнче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Халӑх пӗрле пухӑнса ял уявне паллӑ тунӑ.
Уява ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова уҫнӑ, ентешӗсене ырӑ сунса ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Унтан ялти чи хисеплӗ ҫынна палӑртнӑ. Кӑҫал ку ята Ольга Яковлевна Саввина тивӗҫнӗ.
Каярахпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тухса калаҫнӑ. Вӑл та шӑрттансене ырӑ сунса калаҫнӑ. Николай Чугаров общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Вера Федуловӑна Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шӑрттансене саламлама ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина та килнӗ. Вӑл ял уявӗ халӑха пӗр тӗвве пухнине, туслӑха ҫирӗплетнине палӑртнӑ.
Уяв малалла концертпа тӑсӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн пурте тутлӑ шӳрпепе сӑйланнӑ.
Сӑнсем (47)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |